Данилов Михаил Данилович — чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи. 1881 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Енӗш Нӑрваш (халь Тӑвай районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. 1937 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
1901 ҫулта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1901–1911 ҫулсенче Елчӗкри шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1911 ҫулта Хусанти миссионер курсне вӗренме кӗнӗ.
1917 ҫул хыҫҫӑн шкулта ачасене вӗрентнӗ, пичет органӗсенче ӗҫленӗ музейра вӑй хунӑ.
1912 ҫулта «Вӗре ҫӗлен» юмаха сӑвӑласа кӑларнӑ. 1922 ҫулта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх пӗрремӗш инсценировка хатӗрленӗ. 1935 ҫулта «Сунтал» журналта унӑн «Чухӑн Мӗтри» сӑвӑллӑ юмахӗ пичетленсе тухнӑ.
Михаил Данилов Николай Гоголӗн тата Лев Толстойӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнипе паллӑ.